==Йывӑрлӑхсем== Ман офис пакечӗ сирӗн файла уҫаймарӗ. Мӗн тумалла? -------------------------------------------------- Енчен уҫӑлмарӗ пулсан (тӗслӗхрен, «Точка входа в процедуру не найдена» тесе пӗлтерет пулсан), ку файла уҫласа илӗр те офис пакетӗнчен хӑйӗнчен уҫӑр: - Сервис - Управление расширениями - Добавить - (уҫласа илнӗ файла тупӑр) Ман офис пакечӗ чӑвашла ҫырнине тӗрӗслемест, ялан вырӑсли ҫине куҫса каять. Мӗнле юсама пулать? --------------------------------------------------------------------------- Чӑвашла ҫырнӑ чухне урӑх чӗлхе ҫине ан куҫса кайтӑр тесе ҫапла тумалла: - Сервис - Параметры - Настройка языка - Языки - «Игнорировать язык ввода ОС» текен пункт патӗнче чана (галочка) лартмалла. Асӑрхӑр! Ку пункт Open Office пакетра ҫук. Ҫавӑнпа та «LibreOffice» пакетпа усӑ курма сӗнетпӗр.