HunSpell —
iSpell йышне кĕрекен орфографине тĕрĕслемелли хатĕр. Ăна OpenOffice.org ятлă
офис программинче, Mozilla Firefox ятлă браузерта, тата ытти çĕртре орфографине тĕрĕслеме усă
кураççĕ.
Хыпарсем■ 2010, кăрлач, 1OpenOffice.org уçă офисăн 3-мĕш верси валли хушӑм хатĕрлерĕмĕр. Ăна эсир «Уçласа ил» пайра илме пултаратăр. Ку хушăма мĕнле лартмаллине «Ăнлантару» пайра ăнлантарса панă.■ 2008, кăрлач, 27Mozilla Firefox валли хушăм хатĕр — 0.1 версиллĕ. Ĕçленĕ чухне -сем аффикс хушăнса пулнă сăмахсене пĕлмест. Сĕннĕ чухне те темĕнче арăш-пирĕш сăмахсене сĕнет. Сăмахсар форматне ытлашшиех ăнлансах каймасть пулас... Епле тĕрĕслемесси пирки шухăшласа пăхăпăр.Ыттисене пекех ăна та «Уçласа ил» пайра илме пулать. Уçласа илĕр та Mozilla Firefoxра уçăр (Файл -» Открыть файл /чăвашлатнинче: Файл -» Файла уç/), браузера çĕнĕрен ярсан текст çырмалли анасенче чăвашла çырнă текста тĕрĕслесе пырĕ. ■ 2008, кăрлач, 271.01 верси тухрĕ. Малтанхипе танлаштарсан кунта сăмахсен йышĕ ӳсрĕ — 223 сăмах хушăнчĕ. Çавăн пекех аффикссен файлĕнче тӳрлетӳсем пулчĕç: -çĕ сăмахсен йĕркелĕвне улăштарма тиврĕ; [л,н,р] саспаллипе вĕçленекен япала ячĕсен аффиксĕсене кăштах юсарăм ([л,н] саспаллипе пĕтекен сăмахсем -ра/-та аффиксене иккĕшне те йышăнма пултараççĕ иккен). Çавăн пекех [Ÿÿ] саспаллине усă куракансем валли ятарлă верси хатĕрлесе — икĕ версине те «Уçласа ил» пайра илме пулать!Юлташсем, туссем! Йăнăшсене курсан тархасшăн пĕлтерĕр — p-code@mail.ru. ■ 2007, раштав, 9Пирĕн сăмахсарăн 1-мĕш верси хатĕр! Пур сăмаха та пĕлмест пулин те 1-мĕш версине çутта кăларма вăхăт çитрĕ! Çĕнĕ версине эсир çак сайтăн «Уçласа ил» пайĕнче тупма пултаратăр.Ку хатĕрпе епле ĕçлемеллине архив ăшĕнчи текстра ăнлантарса панă. Вăл текста эсир ку сайтăн «Ăнлантару» пайĕнче те вулама пултаратăр. Çавăн пекех сайтри пушă страницăсене те тултарма вăхăт тупрăмăр — вĕсене уçса вулама пултаратăр. ■ 2007, раштав, 5Паян chv.su домена регистрацилесе сайт уçрăмăр. Хальлĕхе кунта чăвашла çырнă текста тĕрĕслемелли хатĕр (скрипт) кăна ĕçлет. Ытти страницăсене çитес вăхăтра çырса тултарăпăр.Паллах, ĕнтĕ, Hunspell сăмахсарне хатĕрлеме пулăшна çынсене (вĕсене аяларах курма пулать) тав сăмахне каламалла. |
|||||
(c) 2007–2023 Chuvash.Org, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ Хатĕрлекенĕ: Николай Плотников.
Хатĕрлеме пулăшнă: Константин Малышев, Игорь Алексеев, Kir, Анатолий Миронов. Сайт материалĕсемпе туллин усă курма пулать. |