HunSpell —
iSpell йышне кĕрекен орфографине тĕрĕслемелли хатĕр. Ăна OpenOffice.org ятлă
офис программинче, Mozilla Firefox ятлă браузерта, тата ытти çĕртре орфографине тĕрĕслеме усă
кураççĕ.
Ăнлантарса паниЛартмалла меслетсемOpenOffice.org офис пакечĕн 3-мĕш версинче:Сирĕн малтан чăваш словарĕн хушăмне уçласа илмелле.Малалла вара сирĕн ăна уçă офиса вырнаçтармалла. Хушмашкăн сирĕн менюри «Сервис» пайĕнчи «Управление расширениями...» пункта куçмалла. Уçсанах эсир офис пакетне лартнă ытти хушăмсене куратăр. Чăваш словарĕ, хăвăрах куратăр ĕнтĕ, унта хальлĕхе çук. Ăна хушас пулсан сирĕн «Добавить...» пускăч çине пусмалла та уçласа илнĕ файла шыраса тупмалла. Ăна тупнă хыççăн офис сирĕнтен эсир ку хушăма хăвăрăн кăна е ытти усăçсем те усă курмалла лартмалла-и тесе ыйтĕ. Паллах, пур усăç валли те («Для всех пользователей») лартсан лайăхрах. Лартнă хыççăн хушăмсен чӳречине хупма та юрать — «Закрыть» пускăч çине пусăр. Малалла вара документра «Сервис»—«Язык»—«Для всего текста» пунктра «Чувашский» суйласан уçă офис сирĕн документа чăвашла тĕрĕслесе пырĕ. OpenOffice.org офис пакечĕн 2-мĕш версинче:Уçласа илнĕ архиври *.dic тата *.aff файлĕсене C:\Program Files\OpenOffice.org 2.2\share\dict\ooo каталога вырнаçтармалла.Малалла сирĕн çав каталогра dictionary.lst файла шыраса тупмалла та çак йĕркене хушмалла: DICT cv RU cv_RUКу йĕркене кĕртнĕ хыççăн OpenOffice.org офиса ямалла. Е, çак вăхăтра вăл ĕçленĕ пулсан, хупса çĕнĕрен ямалла. Асăрхăр: енчен те OpenOffice.org-а хăвăрт яма пулăшакан модуль (выр. Быстрый запуск) ĕçлет пулсан, ăна та хупмалла. Малалла OpenOffice.org-ра çакăнта кĕмелле: "Сервис -» Параметры -» Настройки языка -» Языки". Кунта "Язык документов" валли "Чувашский", "Локальные настройки" валли "Чувашский" лармалла. Кайран çакăнта куçмалла: "Сервис -» Параметры -» Настройки языка -» Лингвистика -» Доступные языковые модули -» [Правка...]". Çĕнĕ чӳречере "Язык" валли "Чувашский" лартмалла. Аялти чӳречере "[ ] OpenOffice.org Hunspell SpellCheker" тухĕ. Чанапа палăртман пулсан — палăртатпăр. ПУЛЧĔ!!! Чăваш чĕлхине тĕрĕçлемелли хатĕр ку сăмахсарпа ĕçлеме хатĕр! Сăмахсен ушкăнĕсемКу сăмахсара хатерленĕ чухне çак ушкăнсене усă курнă/çине пайланă:Вырăсларан кĕнĕ япала ячĕсем валли уйрăм ушкăнсем пур: Хатĕрлекенсем:Çак çынсем хатĕрленĕ: |
|||||
(c) 2007–2023 Chuvash.Org, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ Хатĕрлекенĕ: Николай Плотников.
Хатĕрлеме пулăшнă: Константин Малышев, Игорь Алексеев, Kir, Анатолий Миронов. Сайт материалĕсемпе туллин усă курма пулать. |